Йӗрӳ — Кулу

 

4792Ан кул, шӗвӗ кӑвас, ху та пиртен ытла мар.Йӗрӳ — Кулу
4793Йӗнине курсан ҫын савӑнать.Йӗрӳ — Кулу
4794Йӗрекенсем хушшинче кулса тӑни вырӑнсӑр.Йӗрӳ — Кулу
4795Йӗрес ача ашшӗн сухалӗпе вылянӑ.Йӗрӳ — Кулу
4796Йӗрсе куҫҫуль типес ҫук.Йӗрӳ — Кулу
4797Йӗрсе ларнипе йӗрке пулас ҫук.Йӗрӳ — Кулу
4798Йӗрсе пурӑниччен юрласа вилес.Йӗрӳ — Кулу
4799Йӗрсен йӗрӗх тупӑнать.Йӗрӳ — Кулу
4800Йӗрсен-йӗрсен куҫҫуль те типет.Йӗрӳ — Кулу
4801Йӗрсен-йӗрсен чун хытать.Йӗрӳ — Кулу
4802Кула-кула кассан ҫӗленӗ чух йӗрес пулӗ.Йӗрӳ — Кулу
4803Кулакан кулӑшпа чыхӑннӑ.Йӗрӳ — Кулу
4804Кулакан пулсан мана та тӗрт.Йӗрӳ — Кулу
4805Кулакана йӑпатмаҫҫӗ, йӗрекене йӑпатаҫҫӗ.Йӗрӳ — Кулу
4806Кулакана кулӑ ҫыпӑҫать.Йӗрӳ — Кулу
4807Кулакана курсан кулас килет, ҫиекене курсан ҫиес килет.Йӗрӳ — Кулу
4808Кулакана кутне ҫыпӑҫать.Йӗрӳ — Кулу
4809Кулакана кушак хӳри.Йӗрӳ — Кулу
4810Куласси кулянасси мар, кӑмӑла хуҫмасть.Йӗрӳ — Кулу
4811Кулассипе йӗресси пӗр мар ҫав.Йӗрӳ — Кулу
4812Кулӑ витмен ҫупкӑ ҫинӗ.Йӗрӳ — Кулу
4813Кулӑ култарать те, кайран пите хӗретет.Йӗрӳ — Кулу
4814Кулӑ пите ҫыпӑҫать.Йӗрӳ — Кулу
4815Кулӑ тени кутӑн та ҫаврӑнма пултарать.Йӗрӳ — Кулу
4816Кулӑпа саланни куҫҫулӗпе пухӑнать.Йӗрӳ — Кулу
4817Кулӑш — сывлӑха пулӑш.Йӗрӳ — Кулу
4818Кулӑш хуҫи ялан кулса пурӑнмасть.Йӗрӳ — Кулу
4819Кулӑш хуҫин те куҫӗ шывланать.Йӗрӳ — Кулу
4820Кулӑшӑн куланай укҫи ыйтмаҫҫӗ.Йӗрӳ — Кулу
4821Кулма пӗлекен ватӑлма пӗлмен.Йӗрӳ — Кулу
4822Кулсан кулас килег, кайран макрас килет.Йӗрӳ — Кулу
4823Куҫҫулӗнчен хаклӑ шыв та ҫук.Йӗрӳ — Кулу
4824Куҫҫулӗпе куҫ вӑйӗ пӗтет, вӗри сывлӑшпа чӗре ҫӑвӗ ирӗлет.Йӗрӳ — Кулу
4833Куҫҫуль — хӗрарӑм вӑйӗ.Йӗрӳ — Кулу
4825Куҫҫуль ӑш-чике тасатать.Йӗрӳ — Кулу
4826Куҫҫуль витӗр кун курма ҫук.Йӗрӳ — Кулу
4827Куҫҫуль куҫа пӗтерет теҫҫӗ.Йӗрӳ — Кулу
4832Куҫҫуль ҫӑл шыве мар, хӑҫан та пулин типетех.Йӗрӳ — Кулу
4828Куҫҫуль тӑкнипе куҫ ҫути ҫех тӗксӗмленет.Йӗрӳ — Кулу
4829Куҫҫуль тӑкнипех куҫ тулли телей капланса килес ҫук.Йӗрӳ — Кулу
4830Куҫҫуль тӑкса кук тӗрлӗ чечек ӳстереймӗн.Йӗрӳ — Кулу
4831Куҫҫуль тӑксан та, тӑкмасан та иртнӗ куна тавӑрма ҫук.Йӗрӳ — Кулу
4834Куҫҫуль шӑмӑ ҫурса тухать.Йӗрӳ — Кулу
4835Куҫҫуль юхсан ҫанӑпа, ҫанӑ ҫитмесен аркӑпа.Йӗрӳ — Кулу
4836Куҫҫульпе арман тытас ҫук.Йӗрӳ — Кулу
4837Куҫҫульпе Атӑл пӗвелеймӗн.Йӗрӳ — Кулу
4838Макарӑн та макӑрса пурнас килмест.Йӗрӳ — Кулу
4839Макӑракан маларах ҫиет.Йӗрӳ — Кулу
4840Макӑракана кутран тап.Йӗрӳ — Кулу
4841Макӑракана параҫҫӗ.Йӗрӳ — Кулу